Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ.
Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ.
Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.
Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.
Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.
«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.
Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.
Шупашкар районӗнче ветеринари правилисемпе нормисене пахӑнманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Районти ветеринари службин ӗҫченӗсем чылай йӗркене пӑснӑ-мӗн.
Ишекре ветеринари участокӗ пур. Анчах вӑл ӑҫта вырнаҫнӑ? «Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци» патшалӑх служби «Ёлочка» ача пахчин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ иккен.
Паллах, ку — ветеринари йӗркисене пӑсни. Кунти ветеринари участокӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа чирлӗ чӗрчунсене регистрацилемелли журнала тытса пымаҫҫӗ. Вакцинаци ирттернине кӑтартакан актра иммунизаци тунӑ йытӑсен хуҫисен адресӗсене те кӑтартман.
Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакне утӑ уйӑхӗнчен 1-мӗшӗнчен тытӑнса уннӑ пахалӑхне кура тӳлеме тытӑнмалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере Шупашкар районӗнче пулнӑ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов та ку шухӑша палӑртнӑ иккен. Район администрацийӗн ларусен залне ветеринарсене, сӗт пухакансене пухсах ҫавӑн пирки ӑнлантарнӑ.
Республикӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем сӗт сутасси ӳссе пырать иккен-ха, анчах уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче ӗне тытакансем чакнӑ май сӗт сутасси те чакать-мӗн. Кунта ҫынсенчен сӗте йӳнӗрехпе туянни те витӗм кӳрет пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӑхран сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерменни пирки те калаҫҫӗ. Пухаканӗсем ҫынсем сӗте шывпа тата ыттипе хушаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ иккен, ҫыннисем вара сӗт пуҫтараканӗсем сахалтарах тӳлессишӗн вӗсем ҫине йӑвантарасшӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
10 кунта пӗрре сӗт пахалӑхне тӗплӗн тӗрӗслесен, 10 кунта пӗр-икӗ хутчен сӗтри ҫу хисепне виҫсен йӗрке пуласса шанаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкар районӗнче халӑхран сӗте 5 организаци пуҫтарать иккен.
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче шкул ачисемпе литература сехечӗ иртнӗ. Унта Николай Карайӑн «Мучи пӗви» калавне сӳтсе явнӑ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке авторӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Николай Карай — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, педагог. Ачасем Карай мӗне пӗлтернине те чухланӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи ял, унта автор ҫуралнӑ.
Николай Карай Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Нестер Янкас преми лауреачӗ. Вӑл ачасем валли чылай хайлав ҫырнӑ: «Ураллӑ купӑс», «Туссемпе пӗрле», «Шӑллӑм» тата ыттисем.
Николай Дмитриевичӑн вӗрентсе калакан хайлавӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. «Сана мӗн ӗҫ?», «Мучи пӗви» калавсенче автор экологи темине хускатать. «Ҫакӑнтахчӗ», «Кӑнтӑра вӗҫни» калавсене иронипе ҫырнӑ, вӗсем шухӑша путараҫҫӗ.
Тӗлпулура ачасем вулавӑш ӗҫченӗн ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те хыпарласа тӑнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче те улшӑну пулнӑ. Сӑмахран, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР ШӖМӗн пуҫлӑхӗн ҫумне 52-ри Ольга Кузнецовӑна лартнӑччӗ.
Ӗнертенпе ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа министр ҫумӗ Олег Яковлев паллаштарнӑ. Пуҫлӑх пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Унччен те вӑл шалти ӗҫсен пайнех ертсе пынӑ. Шупашкар районӗнчине. Министр ҫумӗ Олег Яковлев Кириллов пирки «хӑйӗн ӗҫне пӗлекен тата юратакан ҫын» тесе шухӑшлать иккен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пая унччен ертсе пынӑ Григорий Григорьев ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Хӗрарӑмсем алӗҫӗпе ӗлӗкех аппаланма юратнӑ. Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче хӗрарӑмсем кашнинчех алӗҫ тума пухӑнаҫҫӗ.
Ялта «Асамлӑ кружок» ӗҫлет. Вӑл ял хӗрарӑмӗсене савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрет.
Кружокра хӗрарӑмсем модӑпа килӗшсе тӑракан тумсене ҫеҫ ҫыхаҫҫӗ. Вӗсем кил тӗрӗше илемлетмелли япаласене те ҫыхаҫҫӗ. Ҫавсене вӗсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсене, пӗлӗшӗсене парнелеҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем ачисем валли те тумтир ҫыхаҫҫӗ. Ку кӑна мар — вӗсем валли теттесем те ҫыхаҫҫӗ.
Кружока ҫӳрекенсем мӗн пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ. Куравсенчен те айккинче юлмаҫҫӗ — Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртекен куравсене яланах хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |